Федераци хыснинчен укҫа илес тесен регионсен ертӳҫисен хӑш-пӗр йывӑрлӑха шухӑшласа кӑларма тивет. Rambler News Service пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Эпир пӗрремӗш ҫул мар ӗнтӗ ӗҫлетпӗр. Эпӗ Антон Германовича (сӑмахӗ РФ финанс министрӗ Силуанов пирки пырать) калатӑп: тӗрӗссӗн ӗҫлеме пайталлӑ мар тетӗп, финанс министрӗ илттӗр, укҫа уйӑртӑр тесен йывӑрлӑха шухӑшласа кӑлармалла. Йӑлтах лӑпкӑ, тӑнӑҫлӑ пулсан укҫа памасан та пултараҫҫӗ. Калаҫҫӗ: эсир ахаль те лайӑх пурӑнатӑр, хӑвӑрах пурӑнӑр», — ҫапла цитатӑланӑ RNS Михаил Васильевич сӑмахне.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах пирӗн республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина Чӑваш Ен Михаил Игнатьев Элтеперпе РФ финанс министрӗ Антон Силуанов хушшинчи туслӑ хутшӑнупа мӑнаҫланма пултарнине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ.
Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ.
Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ шӑпи тахҫанах калаҫтаракан тема пулса тӑнӑ май Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак ыйтӑва вӗҫӗмех хускатса пычӗ.
Ҫак уйӑхӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнине те эпир пӗлтернӗччӗ. Вӗсем унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланса пикета пухӑннӑ.
Наци сӗмӗллӗ лицей шӑпипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ӗнер иртнӗ чӑваш парламенчӗн ларӑвӗнче те хускатнӑ. ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, лицей-интерната муниципалитета (ку вӑл Шупашкара тенине пӗлтерет) панине кура асӑннӑ шкула тӑвассишӗн муниципалитет кӑна яваплӑ. Енчен хула ку ыйтӑва татаймасан бюджета тепӗр хут пӑхса тухнӑ чух республика пулӑшма хатӗр тесе ӗнентернӗ республикӑри тӗп финансист.
Лицей музыка училищи ҫумӗнче пулмалла. Анчах ҫӗр ыйтӑвӗ те хальлӗхе татӑлман, лицей йышӑнмалли лаптӑкӑн пӗр пайӗн хуҫи — уйрӑм ҫын.
«Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков лицей-интерната прокуратура иртнӗ ҫулах уҫма хушнине аса илтернӗ.
Чӑваш Енре килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене шута илме палӑртнӑ. Ҫавсем миҫен пулнине шутласа кӑларма республикӑра пӗрлехи информаци бази йӗркелӗҫ. Ку ӗҫе яваплисен виҫӗ уйӑхра туса пӗтермелле.
Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене картса пыма, вӗсен хисепне шутласа кӑларма республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак эрнере, эрнекун, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, правӑна сыхлас енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗнче хушнӑ.
Канашлура Элтепер килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене социаллӑ пурнӑҫа хӑнӑхтарас темӑна хускатнӑ май хайхисене асӑрхаса-сӑнаса тӑмасан вӗсем обществӑри тӑнӑҫ лару-тӑрӑва пӑсма, «регионти ӗҫлӗ климата япӑхлатма» пултараҫҫӗ.
Пурӑнма вырӑн ҫук ҫынсен пӗрлехи базине пухассишӗн яваплисен шутӗнче информаци ушкӑнӗсен ертӳҫисене, ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене асӑннӑ. Республикӑн Финанс министерстви, Элтеперӗн Администрацийӗн Тӗрӗслев тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ те ку ӗҫре айккинче тӑрса юлаймӗҫ. Вӗсен килсӗр-ҫуртсӑррисене тытса тӑма мӗн хака ларнине шутласа кӑлармалла.
Тула облаҫӗн правительствине Чӑвашри ҫынна ӗҫе илнӗ. Ахаль-махаль специалиста та мар, правительство пуҫлӑхӗн ҫумне.
Сергей Егоров ятлӑ ҫынна ку тивӗҫе шанса парасси пирки Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Дюмин пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Тула облаҫӗшӗн яваплӑ ҫак должноҫе йышӑниччен Сергей Николаевич ҫӗршывӑн правительствинче тар тӑкнӑ. 2005–2007 ҫулсенче вӑл РФ Финанс министерствинче тӑрӑшнӑ.
Тула облаҫӗн правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Шупашкарта пӗлӳ илнӗ. Вӑл кунти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне 2004 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Ун чухне вӑл «Тӗнче экономики» специальность алла илнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан Сергей Егоров тата тепӗр специальность пирки ҫирӗплетекен диплома тивӗҫнӗ — вӑл юрист пӗлӗвӗллӗ пулса тӑнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята хӳтӗленӗ.
Официаллӑ мар ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн Сергей Николаевичӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех медицинӑра тимленӗ, ашшӗ ССОна ертсе пынӑ. Егоровсем Элӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ.
Паян «Чӑваш Республикин чи лайӑх патшалӑх служащийӗ» тата «Чӑваш Республикин чи лайӑх муниципалитет служащийӗ» конкурссене пӗтӗмлетнӗ.
Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ — Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Смирнова. Ку должноҫре Ольга Геннадьевна чылай ҫул ӗҫлет.
Иккӗмӗш вырӑна Елчӗк район администрацийӗн ӗҫсен управляющийӗ Евгения Михайлова тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — управляющий делами Канаш район администрацийӗн тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Леонтьева.
Патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ — ЧР Финанс министерствин оргпайӗн тӗп специалисчӗ Александра Соболева. Иккӗмӗш вырӑна ЧР Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Волкова ҫӗнсе илнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӗренӳ министерствин пай пуҫлӑхӗ Светлана Сырмолотова тата Экономика аталанӑвӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Надежда Столярова.
Сӑнсем (38)
Чӑваш Енре тӳре-шарана вӗрентме пуҫлӗҫ. Ӗҫлеме ӑс-тӑн параканнисем — тӳре-шара хӑех.
Патшалӑх служащийӗсене вӗрентесси пирки республикӑн правительстви ятарлӑ йышӑнӑва чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхе сӑнавлӑ майпа ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Тӳре-шарана тӳре-шара вӗрентӗ терӗмӗр те, ку саманта кӑштах уҫӑмлатмалла-тӑр, мӗншӗн тесен хӑйсене хӑйсем ӑс-тӑн панӑн пулса тухать. Сӑмахӗ вара аслисем ҫамрӑксене, тин ҫеҫ ҫав ӗҫе кӳлӗннисене, вӗрентесси пирки пырать.
Опыт ҫуккисене ӗҫе хӑнӑхтарнишӗн кам тав тутӑр тесе шухӑшламалла мар. Хавхалантарӗҫ. «Кӗмӗлпе». Ӑна ӗҫ укҫи ҫумне хушса тӳлӗҫ. Миҫе тенкӗ лекессине татса калаймӑпӑр та, анчах шалуран 10 процентран ытла тӳлемелле марри паллӑ.
Сӑнавлӑ проекта ҫитес ҫул пуҫарӗҫ, вӑл 2016 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗччен тӑсӑлмалла. Малтанласа Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче ирттерӗҫ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн паянхи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑн финанс министрӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ Светлана Енилинӑна регионти финанс ведомствин пуҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ евӗр те тӑрӑшӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Енилинӑна министра лартмалли хутсене ҫӗршывӑн Правительстви тата Финанс министерстви пӑхса тухса ырланине пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, финанс министрӗн тивӗҫӗсене Енилина кӑҫалхи анрӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Ҫав кунтанах ӑна вице-премьер пулма шаннӑччӗ. Республикӑн тӗп финансистне ҫирӗплетиччен вӑл Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствине ертсе пычӗ. Унччен маларах ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче вӑй хучӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |